Newsweek

Ӳкерчĕк:Runewsweek.gif
Журналăн вырăс версин логотипĕ

Newsweek (Ньюсуик, «"эрнен çĕнĕ хыпарĕсем») — АПШ-н кашни эрнере пичетленекен «пысăк виççĕ» шутĕнчи кашни эрнере тухакан американ журналĕ. Тиражĕпе (3160 пин экз.) вăл паллă конкуренчĕ — «Тайм» журнал хыççăн — пулать. Ăна 1933 ç. «Тайм» редакторĕ пулса ĕçленĕ Томас Мартин йĕркеленĕ. 1937 ç. Newsweek коллективне Today сумлă журналăн ĕçтешĕсем хушăнаççĕ. 1961 ç. Филип Грэм, «Вашингтон пост» хаçатăн харпăрçи, сутăн илет. Штаб-хваттерĕ Çĕнĕ Йоркра вырнаçнă. Ют çĕрсенчи версисем ултă чĕлхепе — араплп, корейлп, полякла, вырăсла, турккăлла тата япунла — çутта тухать. Вырăс чĕлхиллĕ кăларăм — «Русский Newsweek».


© MMXXIII Rich X Search. We shall prevail. All rights reserved. Rich X Search